Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедринче ЧР Вӗрентӳ институчӗн ӗҫченӗ Анисимова Екатерина Геннадьевна ҫырнӑ «Специфика проявления эстетики символизма в творчестве чувашских поэтов Г.Айги, М.Сеспеля и французского поэта Поля Верлена» диссертаци ӗҫне сӳтсе явнӑ. Тӗпчевре символизм юхӑмӗн хӑйевӗрлӗхне тӗнче литературинче пӑхса тухма тӑрӑшнӑ, вӑл чӑвашӑн Ҫеҫпӗл Мишшипе Геннадий Айхи тата француз поэчӗн Поль Верлен пултарулӑхӗсене епле витӗм кӳнине сӑнанӑ. Кафедра ӗҫченӗсем тема актуаллӑ, кӑсӑклӑ пулнине палӑртнӑ. Тӗпчев тухӑҫлӑхне ӳстерме чӑваш литературинчи символ уйрӑмлӑхӗсене ытларах тӗпчеме-тӗсеме, символизма юхӑм пек тата символ-сӑнлӑх пек пӑхма сӗннӗ. Чӑваш поэчӗсен символ хӑйевӗрлӗхне вырӑс тата европа литературин контекстӗнче тӗпчесен ӗҫ тата та тухӑҫлӑ пулассине палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗ студентсемшӗн питӗ хӗрӳ тапхӑр. Семестр вӗҫленнӗ май зачётсем тытмалла, курс ӗҫӗсем ҫырмалла е тата диплом та хӳтӗлемелле. Акӑ ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче кӗскетнӗ программӑпа куҫӑмсӑр 3 ҫул вӗреннӗ студентсем диплом ӗҫӗсем хӳтӗлерӗҫ. Хӳтӗлев комиссийӗ Семышева Н.В., Белянин А.Е., Лапаев Н.Г., Захаров В.Г., Анисимов А.А., Владимиров В.А., Кожукова Л.А. студентсем ҫырнӑ квалификаци ӗҫӗсемпе кӑмӑллӑ пулчӗ.
Диплом ӗҫне тивӗҫлӗ шайра ҫырса хӳтӗленӗ студентсене эпир те чунтан саламлатпӑр, ӑнӑҫусем сунатпӑр.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче Ҫемье кунне халалласа хаваслӑ тӗлпулу иртрӗ. Ҫак факультетра ӗҫлекенсем хушшинче ҫемье династийӗсем те нумай ҫул вӑй хураҫҫӗ. Факультет деканӗн В.Г.Родионов профессорпа методика кафедрин аслӑ преподавателӗ Э.И. Родионовӑн тӗслӗхӗ те питӗ курамлӑ, вӗсен Элпи ятлӑ хӗрӗ те асӑннӑ факультетрах 2 курсра куҫӑмсӑр майпа вӗренет. Ҫавӑн пекех Иван Ивановичпа Валентина Аркадьевна Ивановсем те ҫемйипех чӑваш студенчӗсене театр ӑсталӑхне вӗрентес енӗпе тимлеҫҫӗ. Факультетӑн профком ертӳҫи А.В.Тихонова пурне те ҫемье кунӗпе саламласа ӑшӑ сӑмахсем каларӗ, парнесемпе сумларӗ. Ҫавӑн пекех преподавательсене ыр сунса пысӑках мар концерт та пулчӗ: чӑваш эстрадинче палӑрнӑ юрӑҫсем — Сергей Павлов, Светлана Яковлева тата Алексей Шадриков — илемлӗ кӗвӗ-юрӑпа саламларӗҫ.
Акан 30-мӗшӗнче чӑваш филологоийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел вӑтам шкулне аслӑ классенче вӗренекенсемпе тӗлпулу ирттерме кайса килчӗҫ. Хӑнасене вӑтам классенче вӗренекен ачасен фольклор ушкӑнӗ кӗтсе илчӗ. Преподавательсем ачасене университетӑн, факультетӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе, вӗренӳ условийӗсемпе, вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарчӗҫ, хӑйсем патӗнче иртекен конференцисене хутшӑнма йыхравларӗҫ. Пуҫтарӑннисене факультетпа паллаштаракан брошюрӑсене, «Ульяновец» хаҫтӑн номерӗсене валеҫсе пачӗҫ. Студентсен ушкӑнӗ хаваслӑ концерт кӑтартрӗ. Ҫӗрпеле районти мӗн пур шкулсенчи чӑваш чӗлхи учителӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ. Факультет ӗҫченӗсемпе тӗл пулни вӗсемшӗн те усӑллӑ пулчӗ.
Халӑх сӑн-сӑпачӗпе чунӗн хӑйевӗрлӗхӗ чи малтан чӗлхере упранипе кашниех аван пӗлет-тӗр. Ҫакна шута илсе Чӑваш чӗлхи эрнин кунӗсенче тӑван чӗлхемӗре халалланӑ мероприятисем чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче чылай иртеҫ ӗнтӗ. Акан 27-мӗшӗнче вара «Чӑваш тумӗн уявӗ» пулчӗ. Уява факультетра ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем пурте хутшӑнчӗҫ. Ҫак кун чӑвашсен тӗрлӗ районсенче пурӑнакан тум-юмне тӑхӑннӑ студентсемпе преподовательсем вӑйӑ картинче те ҫаврӑнчӗҫ, чӑваш ташши те ташларӗҫ. Культурологи кафедрин доценчӗ Ф.И. Васильева авалхи чӑваш хӗрарӑмӗн тумӗ пирки кӑсӑклӑ каласа пачӗ, алӑпа тӗртнӗ, ҫӗленӗ ӗлӗкхи чӑваш тумне кӑтартрӗ. Ҫавӑн пекех 1,2,3 курс студенчӗсем уявра активлӑ пулнине палӑртса хӑварас килет. Чӑваш тумне тӑхӑнса уява чи нумайӑн хутшӑннӑ кафедра вара — чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри.
Чӑвашӑн авалтан килекен пуянлӑхне хамӑр та хисеплемесен, унпа мӑнаҫланмасан ыттисем ҫавна тӑвасса кӗтме те кирлӗ мар. Ҫие мӗнле тумтир тӑхӑнни те халӑхшӑн, ун пуласлӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Иртнӗ эрнере чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн тӑватӑ студентки Мари патшалӑх университечӗн финно-угроведени институтӗнче наукӑпа прктика конференцийӗнче пулчӗҫ. Вӗсем — С.Чернова, А.Димитриева (4 курс), О.Иванова, Т.Ефремова (3 курс). (Ҫулҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑ 4 курс студентне Е.Филиппова — пысӑк тав сӑмахӗ).
Чӑваш хӗрӗсем литература пӗлӗвӗ тата фольклор секцийӗсенче тухса калаҫрӗҫ. Кӑсӑклансах итлерӗҫ вӗсен доклачӗсене мари преподавателӗсемпе студенчӗсем. Ҫине-ҫинех ыйту пачӗҫ, тӗпчерӗҫ. А.Димитриева паллӑ чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсенчи хӗрарӑм шӑпине йӗркеленӗ, докладра вӑл Ч.Айтматов кӑркӑс ҫыравҫин хайлавӗсене Ю.Скворцовӑннипе танлаштарнӑ. Хӗрӳллӗ хуравланипе, ҫухалса кайманнипе палӑрчӗҫ пирӗн студенткӑсем.
Кӳршӗ республикӑри ҫамрӑксен доклачӗсене те хаваслансах итлерӗҫ вӗсем. Йошкар-Оласем малтан ҫармӑсла калаҫрӗҫ. Вӑл хушӑра мари чӗлхипе вулакан докладсене тӑнласа пӗр пек янӑракан сӑмахсене уйӑрса илме, мӗн те пулин ӑнкарма тӑрӑшрӗҫ чӑвашсем. Кайран, сӑмах мӗн ҫинчен пынине кӗскен вырӑсла ӑнлантарса парсан, хӑйсем те ыйтусем пачӗҫ.
Акан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ В.Г. Агаков чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Вӑл малтанах университетри, факультетри лару-тӑрупа паллаштарчӗ, пуласлӑхри ӗҫсем пирки сӑмах хускатрӗ. Ҫав вӑхӑтрах факультетӑн пуласлӑхӗ тӳрремӗнех унӑн ӗҫченӗсенчен килнине палӑртрӗ. Паллӑ ӗнтӗ, наци университетӗнче чӑваш культурине аталантаракан факультет кирлех, анчах та студентсем пирӗн пата вӗренме килесси кашни преподаватель тӑрӑшуллӑхӗнчен питӗ нумай килет. Ректорӑн шухӑшӗпе факультетри пур вӗрентекен те килӗшрӗ. Кунсӑр пуҫне, В.Г. Агаков хӑйӗн калаҫӑвӗнче факультет ӗҫченӗсен грантсемпе ӗҫлеме кирлине, наци проектне аталантарма пулӑшакан Федераллӑ тӗллевлӗ программӑсене усӑ курма кирлине пусӑм туса каларӗ.
Акан 24-мӗшӗнче, Яковлев Иван Яковлевич ҫуралнӑ кун, чӑвашра Чӑваш чӗлхи кунне палӑртаҫҫӗ. Акан 19-мӗшнчен пуҫласа эрне тӑршшӗпех — чӑваш чӗлхи эрни иртет.
Кӑҫал ҫак мероприятисене ирттерме палӑртнӑ:
● Нарӑс, 4 — «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-конкурс. 22 пин ытла ача хутшӑннӑ.
● Нарӑс, 6 — регионсем хушшинчи чӑваш чӗлхи олимпиади. 160 шкул ачи хутшӑннӑ.
● Ака, 1 — «Чӑваш Республикин район тӗпӗсенчи тата хулисенчи шкул ачисем чӑваш пӗлни» ҫавра сӗтел иртнӗ. 30 вӗрентӳҫӗ пулнӑ.
● Ака, 10 — «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ. 86 вӗренекен хутшӑннӑ.
● Ака, 19 — Чӑваш чӗлхи эрнине уҫни. И.Я.Яковлева халалланӑ «Букварьтен илемлӗ литература таран» республика ӑмӑртӑвне ирттернӗ. I тура 159 ача хутшӑннӑ.
● Ака, 20 — Вӗрентекенсем хушшинче «Тӑван чӗлхен хисепне ӳстерме тата ӑна вӗрентме усӑ курмалли ҫӗнӗ меслетсем» семинар ирттернӗ.
● Ака, 21 — ЧПУ-ра 10-11 класра вӗренекен шкул ачисем университет преподавателӗсемпе тӗл пулнӑ.
ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Хусан университетӗнчи тутар филологийӗпе истори факультечӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Профессорсемпе преподавательсем пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемпе паллашсах тӑраҫҫӗ. Ҫулсеренех иртекен конференцисенче студентсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, нумай пулмасть чӑваш студенчӗсем Хусанта конференцире пулчӗҫ. Кӑҫал ӑна тутарсен паллӑ ҫыравҫи, литературовечӗ, критикӗ, тутар литература кафедрин доценчӗ пулнӑ Мухамет Магдиев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. 12 студент 5 секцире тухса калаҫрӗ. Вӗсем — Р. Тимофеева, Н.Блинова, С.Хвасева, Д.Ефимов, М.Паймурзина, А.Николаева, З.Флегонтова, С.Садовникова, Т.Ефремова, О.Иванова, С.Чернова, Т.Галкина.
Студентсене Хусан университечӗ епле йышӑнни те, конференци мӗнле иртни те питӗ килешрӗ. Тутар чӗлхипе «чӗррӗн» паллашма, кӳршӗри халӑхӑн наци туйӑмӗ ҫӳллӗ шайрине туйса илме пултарчӗҫ вӗсем. Хусан, удмурт студенчӗсен доклачӗсене итлесе хӑйсемшӗн нумай ҫӗнӗлӗх илчӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен республикӑри «Хастар» пӗрлешӗвӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятпа пултарулӑх конкурсӗ ирттереҫҫӗ. Ӑмӑртӑва чӑваш тӗнчишӗн пысӑк уявсене халалланӑ: 2010 ҫулта чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул, Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине палӑртаҫҫӗ.
Конкурс икӗ номинаципе иртет:
«Чи лайӑх сочинени»
«Чи лайӑх илемлӗ хайлав» (сӑвӑ, калав, эссе, повесть т. ыт. те).
Конкурс тематики — чӑваш халӑх шӑпи, чӑвашсен илемлӗ литератури, чӗлхе илемлӗхӗ, чӑваш ҫамрӑкӗн вырӑнӗ.
Конкурса республика тата унӑн тулашӗнче 9-11 классенче вӗренекен шкул ачисем, училищӗсемпе техникумсенче пӗлӳ пухакансем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ӗҫсене ҫӗртмен 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |